Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа ҫыхӑнтарасси пирӗн республикӑра малалла пырать. «Ростелеком» предприяти специалисчӗсем ҫак енӗпе халӗ виҫӗ районта ҫине тӑраҫҫӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет Шупашкар районӗнчи Толик Хураски тата Мӑнал, Элӗк районӗнчи Вутлан, Муркаш районӗнчи Тойкилтӗ ялӗсенче ӗҫлесе кайӗ. Асӑннӑ ялсенчи шкулсем ун чухне тӗнче тетелне ҫӑмӑллӑнах тухайӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи Мӑналти фельдшерпа акушер пунктне тӗнче тетелӗпе ҫыхӑнтарӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын Элӗк тата Вӑрнар районӗсенче археологи япалисем шыранӑ, вӗсене тупнӑ. Анчах ҫакна тума вӗсен ирӗк пулман. Куншӑн халӗ арҫынсен суд сакки ҫине ларма тивӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче вӗсем ҫӳлерех асӑннӑ районсенче тенкӗсем, йӑлара усӑ курмалли япаласем чакаласа тупнӑ. Арҫынсем ятарлӑ хатӗрсемпе усӑ курнӑ: металлодетекторпа тата металлошыравҫӑсемпе.
Арҫынсем ҫӗр сийне сиенлетнӗ. Вӗсем тупнӑ япаласем – 18-мӗш ӗмӗрти, истори, ӑслӑлӑх тата культура пӗлтерӗшлисем.
Элӗк районӗнчи Анаткас ялӗнче чутах ача путса вилмен. Ӑна хӗрачапа арҫын ача пулӑшнӑ.
14-ри арҫын ача пӗвере матрас ҫинче ишнӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасен ушкӑнӗ шыва кӗнӗ. Матрас ҫинчи Семен шыва ӳкнӗ те путма пуҫланӑ. 17-ри Ксения Афанасьева чи асли пулнӑ май пулӑшма васканӑ. Ун патне ишсе пынӑ, анчах Семен ӑна ярса тытнӑ, хӗрача шывпа чыхӑнма пуҫланӑ. Ксения пӗччен туртса кӑлараймассине ӑнланса пулӑшу ыйтма чупнӑ. Ҫав вӑхӑтра Алексей ҫӑлав жилечӗ тӑхӑннӑ та Семен патне васканӑ. Анчах жилет иккӗшне чӑтайман.
Алексей ҫыран хӗрринче тӑракан шӑллӗне тепӗр жилет персе пама кӑшкӑрнӑ. Вӑл ӑна путакан ачан хырӑмӗ айне хунӑ та ҫыран хӗррине ишме пуҫланӑ.
Ксюша аслисемпе пӗве хӗррине ҫитнӗ. Семенӑн амӑшӗ, тухтӑрта ӗҫлекенскер, вӑйсӑрланнӑ арҫын ачана медпулӑшу панӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви кӑшӑлвируспа чирлекенсен официаллӑ статистикине пичетленӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхи ҫиччӗ ҫитеспе пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа 3956 ҫын чирлет. Ҫав шутран Улатӑр районӗнче – 57 (0); Улатӑрта – 119 (+2); Элӗк районӗнче – 42 (+1); Патӑрьел районӗнче – 118 (+5); Вӑрнар районӗнче – 53 (+3); Йӗпреҫ районӗнче – 65 (+1); Канаш районӗнче – 124 (+4); Канашра – 132 (+2); Куславкка районӗнче – 29 (0); Комсомольски районӗнче – 132 (+1); Красноармейски районӗнче – 19 (0); Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 118 (+1); Сӗнтӗрвӑрри районӗнче – 52 (0); Муркаш районӗнче – 138 (+2); Пӑрачкав районӗнче – 98 (0); Вӑрмар районӗнче – 99 (+0); Ҫӗрпӳ районӗнче – 94 (+4); Шупашкар районӗнче – 193 (+5); Шӑмӑршӑ районӗнче – 96(0); Ҫӗмӗрле районӗнче – 62 (0); Ҫӗмӗрлере – 151 (0); Етӗрне районӗнче – 234 (8); Елчӗк районӗнче – 55 (+1); Тӑвай районӗнче – 89 (0); Ҫӗнӗ Шупашкарта – 170 (+6); Шупашкарта – 1417 (+32).
Чӑваш эстрада юррисене шӑрантаракансен «Виръял шевлисем» конкурсне пуҫласа 1995 ҫулта ирттернӗ. Ӑна районти смотр-конкурс шайӗнче йӗркеленӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне пуҫарса яраканни — Элӗк районӗнчи культура пайӗ (культура пайӗн пуҫлӑхӗ — Альберт Сергеев).
Малтанхи конкурса тури чӑвашсем: эстрада юррисене юрлакансем тата вокалпа инструмент ансамблӗсем — пуҫтарӑннӑ.
1996 ҫулта Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗнчен пухӑннӑ.
1997 ҫулта фестивале республика шайӗнче ирттернӗ. 2000 ҫулта регионсем хушшинчи шая кӑларнӑ. Людмила Семенова тата Вячеслав Филиппов «Виръял шевлисем» фествиаль гимнне (сӑввине Станислав Ильин ҫырнӑ, кӗввине Андрей Галкин) шӑрантарнӑ.
Кӑҫал фестивале инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерӗҫ.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4,5 пине яхӑн ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 82-шӗ йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Йӗкӗрешсем ытларах – Шупашкарта. Кунта 52-ӗн вӗсем. Элӗк, Вӑрнар, Куславкка, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче кӑҫал икшер йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Улатӑрта, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 4, Канашра 6 йӗкӗреш ҫуралнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫут тӗнчене килнӗ 4454 ачаран 2280-шӗ – арҫын ача, 2174-шӗ хӗрача.
Чӑваш Енри район-хулана кӑшӑлвирус тӑрӑмне кура виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ. Ҫакна кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн ӗнерхи ларӑвӗнче палӑртнӑ. Япӑх ӗҫленӗшӗн хуласемпе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене Алла Салаева вице-премьертан сӑмах лекнӗ.
«Симӗс» (лару-тӑру лайӑххисем кунта кӗнӗ) ушкӑнра – Вӑрнар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Куслӑвкка, Красноармейски районӗсем тата Улатӑр хули.
«Сарӑ» зонӑра – кӑтарту реапубликӑри вӑтам статистикӑран пысӑк маррисем: Тӑвай, Канаш, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисем.
«Хӗрлӗ» зонӑна чирлекенсем йышлисем: ултӑ районпа икӗ хула – лекнӗ. Кунта – Етӗрне, Шупашкар, Патӑрьел, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус республикипех сарӑлнӑ темелле.
Ӗнерхи кун тӗлне ку вирус Улатӑр районӗнче 17 ҫынна лекнӗ;
Элӗк районӗнче — 13;
Патӑрьел районӗнче — 33;
Вӑрнар районӗнче — 12;
Йӗпреҫ районӗнче — 8;
Канаш районӗнче — 37;
Куславкка районӗнче — 1;
Комсомольски районӗнче — 10;
Красноармейски районӗнче — 4;
Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 14;
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 12;
Муркаш районӗнче — 10;
Пӑрачкав районӗнче — 32;
Вӑрмар районӗнче — 30;
Ҫӗрпӳ районӗнче — 19;
Шупашкар районӗнче — 18;
Шӑмӑршӑ районӗнче — 10;
Ҫӗмӗрле районӗнче — 22;
Етӗрне районӗнче — 50;
Елчӗк районӗнче — 10;
Тӑвай районӗнче — 49;
Ҫӗнӗ Шупашкарта — 24;
Шупашкарта — 241.
Ҫапла вара ку списокра курӑнманнисем темиҫе хула ҫеҫ.
Нумаях пулмасть Элӗк районӗнче пӗр хӗрарӑм путса вилнӗ. Вӑл ҫав районта Чулкаҫ ялӗнче пурӑннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑм шуса кайнӑран пӗвене кӗрсе ӳкме пултарнӑ. Ку инкек Элӗк районӗнчи Анаткас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ.
Асӑннӑ ведомство малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 79 ҫулти хӗрарӑм пӗве хӗрринче шуса кайнӑ та шыва кӗрсе ӳкнӗ, анчах каялла тухайман.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 9 ача пахчи уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшне Шупашкарта туса лартасшӑн, унсӑр пуҫне пӗрер — Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче.
Ача пахчисем тума 2020-2021 ҫулсенче 1 648,7 млн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, учрежденисене хӑпартма патшалӑх экспертизине ака-ҫу уйӑхӗсенче илӗҫ. Хальлӗхе вара «Солнечный-4» (чӑв. Хӗвеллӗ-4) микрорайонта 110 вырӑнлӑх, «Хӗвеллӗ-7» микрорайонта 250 вырӑнлӑх ача пахчисем хӑпартма ирӗк илнӗ те. Ҫӗрпӳре ача пахчи тума утӑ уйӑхӗнче экспертиза хатӗр пуласса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |